Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пилеш Герасим Дмитриевич

Харлампьев-Пилеш Герасим Дмитриевич — чӑваш ҫыравҫи, ӳнерҫи. 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.

Пурнӑҫӗ

Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Герасим Харлампьев Чӑваш кӗнеке издательствинче чылай вӑй хунӑ, Чӑваш Республикин ӳнер галерейин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Чӑваш литературине чи малтан вӑл кӗске пьесӑсем, ача-пӑча калавӗсем парнеленӗ. Чӑваш театӑрӗсенче ҫыравҫӑн «Кӑмӑл уҫӑлсан», «Ҫурхи кӗвӗсем», «Юрату вилӗмсӗр» пьесӑсене яланах ӑшшӑн та чӗререн юратса кӗтсе илеҫҫӗ. «Юрату вилӗмсӗр» драмине Кейӳ хулинче Украинӑн патшалӑх драма театрӗ лартнӑ. Герасим Дмитриевич ӳнер куравӗсене хутшӑннӑ, М. Спиридоновпа Н.Сверчков чӑваш ӑстисем ҫинчен очерксем ҫырнӑ.

Паянхи куна Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗн фончӗсенче Г. Харлампьевӑн 28 кӗнеки упранать. Хӑш-пӗр кӗнекери ӳкерчӗксене вӑл хӑйех тунипе паллӑ.

Ӳнер ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ май вӑл «Капкӑн» валли кулӑшла ӳкерчӗксем тунӑ, Иван Ивникӑн «Телей ҫулӗ» (1938), Константин Ивановӑн «Нарспи» (1947), Василий Алентейӗн «Пирӗн кил» (1953) кӗнекисене илемлетнӗ.

Паллӑ кӗнекисем: «Икӗ пьеса» (1949), «Тӑрнасен ташши» (1952), «Пӗчӗкҫеҫ юмахсем» (1955), «Ҫурхи кӗвӗсем» (1957), «Палюк мучи кӗнеки» (1958), «Иртнӗ ҫулсенче» (1959), «Илемлӗ ир» (1961, 1964, 1966, 1970), «Утарта» (1964), «Ытарайми ҫӗршывра» (1971), «Чуну таса пулсан» (1973), «Вӑрман юрри» (1974), «Йӑлтӑр ҫӑлкуҫ» (1976), «Пӑшӑлтисем» (1983) тата ыттисем.

Вуламалли

  • Аликовская энциклопедия. Шупашкар, 2009.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-15 22:59:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12803 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем